«Ревизор» килмен, хамăр кайнă
Г. РУССКОВА. Пысăк Енккасси шкулĕ. |
Пĕр хĕвеллĕ çурхи кун эпир Шупашкара кайма тухрăмăр. Çул тăршшĕпех пĕр-пĕринпе шăкăлтатса калаçса пырса вăрăм çула кĕскетрĕмĕр. Акă тĕп хулана çитсе тăтăмăр. Вăл шавлать, кĕрлет, сĕрлет... Йĕри-тавра машина, машина... Часах Чапаев скверне çитсе чарăнтăмăр. Чапаев музейне кĕрсе куртăмăр. Музейра упранакан экспонатсемпе паллашрăмăр, тачанка умĕнче сăн ÿкерттертĕмĕр. Унтан вырăс драма театрне çул тытрăмăр. Кунта тĕрлĕ районсенчен килнĕ ачасем Н.Гоголĕн «Ревизор» пьеси тăрăх лартнă спектакле пăхма пуçтарăннă. Спектакль виçĕ сехете тăсăлчĕ пулин те ывăннине туймарăмăр. Артистсем кашни роле питĕ интереслĕ сăнарласа пачĕç. Хлестаков сăнарне сăнлакан артист чăннипех кăмăла çĕклерĕ. Сцена çинче утса мар, вĕçсе çÿрет тейĕн, ури çĕре лекмест. Çак камит урлă эпир хамăр пурнăçри çитменлĕхсемпе, кулăшла пулăмсемпе тĕл пултăмăр. Вера Кузьмина хăйĕн калаçăвĕнче «театр -манăн пурнăçăм» тенĕччĕ. Театр - пурнăçа тĕрлĕ енчен сăнласа паракан вырăн. Спектакльтен эпир канса, тулли кăмăлпа таврăнтăмăр. |