Нарăсăн 7-мĕшĕнче чăваш чĕлхи пĕлĕвĕпе интересленекен шкул ачисем «Чĕвĕлти чĕкеç – чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурса хутшăнма пултараççĕ.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – вĕренекенсен чылай йышне чăваш чĕлхипе интереслентересси, „кичем те йывăр” ăслăлăх умĕнхи йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентесси, ачасене чĕлхе ăслăлăхĕн илемне, чĕлхе техĕмне туйса илме хăнăхтарасси.
Пурне те конкурса чĕнетпĕр!