Чăваш ялĕнче чăваш чĕлхи янăратăр

Чăваш ялĕнче чăваш чĕлхи янăратăр

         Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунне уявлать. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ, чăвашсене çутта кăлараканĕ, Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Пирĕн халăх мĕн авалтан çамрăксене хайĕн тăван чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ.

Чăвашлăх пуласлăхĕ чăваш чĕлхине вĕрентнинчен нумай килет. Анчах халĕ ялти ачасем те вырăслансах пыраççě. Ача садěнче чухне те, шкулта та вырăсла пуплеççĕ. Тăван чĕлхепе калаçасси, чи малтан çемьерен пуçланать. Шел пулин те, хальхи чăваш çемйисенчен нумайăшĕнче ашшĕпе амăшĕ тăван чĕлхепе калаçмаççĕ, хăйсен тĕпренчĕкĕпе вырăсла калаçма тăрăшаççĕ. Паллах, чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ пире, текен те пур. Сăмах та çук, ытти чĕлхесене те вĕренмелле, пĕлмелле. Анчах та тăван чĕлхене манар мар. Эпир те хамăр тăван чĕлхепе калаçмасан, ачасене те вĕрентмесен, тăван чĕлхе пачах çухалма пултарать-çке.

«Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук,» - тенĕ Иван Яковлевич. Çак сăмахсене тĕпе хурса ĕçлемелле пирĕн ачасемпе.

Тăван чĕлхе кашни çын пурнăçĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă. Вăл пулăшнипе эпир пурнăçа ăнланатпăр, çут çанталăк илемне курма хăнăхатпăр, шухăшлама вĕренсе пыратпăр.

Иван Яковлевича сума суса, чăваш чĕлхине упрас, ăна малалла аталантарас тесе Карăкçырми ялĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕнче чăваш чĕлхи кунне уявларăмăр. Ачасемпе эпир «Илемлĕ, илемлĕ», «Эп чăваш ачи» «Çĕмĕрт çеçки çурăлать» юррисене юрларăмăр, сăвăсем вуларăмăр.«Акара», «Тухьяна тăхăн!», «Уйăхпа хĕвел» чăваш вăййисем вылярăмăр. Чăваш чĕлхи çинчен ваттисен сăмахĕсене те аса илтĕмĕр. Мĕнле ха вăл чăваш ташшисĕр уяв- чăваш такмакĕсем каласа ташласа та илтĕмĕр.

Ачасене тěрěс воспитани парса ÿстересси – пысăк та пěлтерěшлě ěç. Кунта çемье те, ача сачĕ те, шкул та тачă çыхăнса ěçлемелле. Пěр-пěрне ăнланса ěçлесен çеç, пирěн ачасем хăйсем çуралнă тăван çěршыв чěлхипе культурине юратса та хисеплесе ÿсěç.

Тăван чĕлхене, атте-анне чĕлхине, упрар. Яковлев халалне асра тытар, чăвашла савăнсах калаçар.