«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ -2022»

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ -2022»

     Ака уйǎхĕн 25-мĕшĕ- Чǎваш чĕлхи кунĕ. Çавна май чӑваш    чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстерес тĕллевпе  «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2022» акци иртрĕ. Акцие Пысǎк Енккассинчи вǎтам шкултан 21 ҫын хутшӑнчӗ. Вĕсем чӑваш чӗлхине тӗнче уҫлӑхне ҫити ҫӗклесе чӑваш халӑхӗ пирки пӗтӗм тӗнчене пӗлтернӗ икӗ хут Совет Союзӗн  ятне тивӗҫнӗ  Андриян Николаев космонавт летчик ҫинчен  диктант çырчĕç. Диктант текстне паллӑ ҫыравҫӑ, журналист, ӑсчах, педагог Константин Петров ҫырнисем тӑрӑх йӗркеленӗ.

 Диктант ҫыракансемсем хушшиче вĕренекенсем  çеç мар, Русакова Т.В., Константинова А.В., Иванова А.В. вĕрентекенсем те пулчӗҫ.  Вӗсем хушшинче «5» паллӑ илекенсем: Антонова Софья, Александрова Виктория, Петрова Ксения, Андреева Ангелина, Фёдорова Александра, Артемьева Карина, Русакова Татьяна Валериевна, Константинова Анна Владимировна, Иванова Арина Владимировна. «4» паллӑлӑх ҫыракансем: Йовдий Алина, Ерукова Татьяна, Михайлова Юлия, Егоров Сергей, Федотов Алексей, Николаев Ярослав. Улттӑшӗ  «3» паллӑ илчӗҫ.



 

 

Фотогалерея