Санкт-Петербург хули январӗн
18-мӗшӗнче хӑйĕн историйĕнчи чи паллӑ пулӑмсенчен пĕрне - хулана блокадӑран ирĕке кӑларнӑранпа 80 çул çитнине
паллӑ тӑвать.
Çак пулӑма пирӗн шкулта та анлă паллă тӑваҫҫӗ. Тĕслĕхрен, кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 9-мӗш класра «Ленинград блокадин ҫул-йӗрӗ» истори сехечӗ иртрӗ. Вӗренекенсем 1941-1943-мӗш ҫулсенче Ленинградра тухса тӑнӑ хаҫат материалӗсемпе паллашрӗҫ, паттӑр хулана халалласа ҫырнӑ сӑвӑсем вуларӗҫ.
#БлокадныйЛенинград