Çӗрпӱ хулинчи аграрипе технологи техникумӗн ӗçченӗсем Пысӑк Енккассинчи вӑтам шкулти ачасемпе тӗлпулу ирттерчĕç

Çӗрпӱ хулинчи аграрипе технологи техникумӗн  ӗçченӗсем  Пысӑк Енккассинчи вӑтам шкулти ачасемпе тӗлпулу ирттерчĕç
 Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче  Çӗрпӱ хулинчи аграрипе технологи техникумӗн  ӗçченӗсем  Пысӑк Енккассинчи вӑтам шкулти ачасемпе тӗлпулу ирттерчĕç.  Вӗсем  9-мӗш класс ачисене техникум ҫинчен каласа пачӗç, унти пур условисемпе паллаштарчĕç, тӗрлӗ специальнӑçсем çинчен буклетсем пачĕç. Вӗренекенсем  хушшинче  стипендиатсем те пулнине асӑнса хӑварчӗç. Бухгалтер ĕçĕпе паллаштарас тĕллевпе ачасемпе мастер-класс ирттерчĕç. 
Тӗлпулу ачасемшӗн усӑллӑ иртрӗ.