Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пысӑк Енккассинчи пӗтӗмӗшле пӗлÿ паракан вӑтам шкулти 9-мӗш класра вӗренекен ачасен ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗ пулса иртрӗ. Ӑна Иванова Ирина Васильевна (класс ертÿҫи) ертсе пычӗ. Пухура сÿтсе явмалли ыйту-хурав чылай пулчӗ. Ирина Васильевна иртнӗ ҫул Чӑваш Республикинче ҫул ҫитмен ачасен ирӗклӗхне хирӗҫ пыракан преступленисен профилактики пирки чарӑнса тӑчӗ. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем психологипе педагогика пулӑшӑвӗн мобиль бригадипе ҫыхӑну тытма май пултарнине палӑртса хӑварчӗ. Асра тытмалли ыйтусенчен пӗри ҫуркуннехи каникул тапхӑрӗнче ачасен хӑрушсӑрлӑхӗ пирки пулчӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем экзамен тытма хатӗр пулни пирки калаҫрĕç. Ашшӗ-амӑшӗсене Г.В.Алексеева (вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен), О.М.Васильева (географи учителӗ) ачасен халиччен иртнĕ тĕрĕслев результачӗсемпе паллаштарчӗҫ. Иванова И.В. чӑваш чӗлхипе тӗрӗслев экзаменне ачасем пурте ҫырма пултарнине палӑртса хӑварчӗ. Пухура экзаменсем хӑш тапхӑрта пуҫланни çинчен те калаçрĕç. Ун хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗсем ачан вӗренӗвӗпе малашне те кӑсӑкланса, сӑнаса вӗсене пулӑшса пырассине пӗлтерчӗҫ. Юлашкинчен класс ертӳҫи пурне те тав турӗ.