«Ялан янра, чӑваш чӗлхи! Всегда звени, язык чувашский!» илемлĕ вулакансен конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи! Всегда звени, язык чувашский!» илемлĕ вулакансен конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Чăваш чĕлхи кунне (ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче) тата чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çитнине халалласа  Раççей шайĕнче «Ялан янра, чăваш чĕлхи! Всегда звени - язык чувашский!» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ.
Конкурсăн тĕп тĕллевĕсем: Раççей Федерацинчи халăхсен хăйне евĕрлĕхне, йăли-йĕркисене, чĕлхине сыхласа хăварасси; илемлĕх сăмахĕпе кăсăклантарасси; чăваш поэзин хитрелĕхĕпе палăртулăхне курма хăнăхтарасси; чăваш чĕлхине сарасси.
Конкурса йĕркелекенсем - Мускаври «Чăваш культура обществин» регионти обществăлла организаци, Раççейри чăвашсен наципе культура  федераллă автономийĕ тата РФ Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин представительстви.
Конкурса 7 çулхи ачасенчен пуçласа унтан аслăраххисем хутшăнма пултарчĕç. Ăмăрту 4 номинаципе иртрĕ: «Чăваш поэчĕн сăввине тăван чĕлхепе чи лайăх калакан», «Чăваш поэчĕн сăввине вырăс чĕлхипе чи лайăх калакан», «Харпăр-хăй сăввине чăваш чĕлхипе чи лайăх калакан», «Харпăр-хăй сăввине вырăс чĕлхипе чи лайăх калакан».
Конкурса хутшăнас текенсен  паллă поэтăн е хăй çырнă илемлĕ хайлава чăвашла тата вырăсла пăхмасăр вĕренмелле пулнă. Сăвăсенче чăваш чĕлхипе литературине, тăван кĕтесе, çĕршыва, историе, çынсене, йăла-йĕркесене, чăваш çĕршывĕн культурине çутатса памалла пулнă.
Конкурсантсен видео-вулавĕсене жюри членĕсем ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче хак панă. 240 çынран  69 вулакан  çĕнтеруçĕсемпе призёрсен шутĕнче.  Çак конкурса Пысăк Енккассинче  ача садне çÿрекенсенчен пуçласа вĕрентекен таран 15 çын хутшăннă. Вĕсен хушшинче çĕнтерÿçĕсемпе призерсем те пур:
- Степанова Валерия «Чăваш поэчĕн сăввине тăван чĕлхепе чи лайăх калакан» номинацире 2-мĕш вырăн (7-10 çулхисем). Вĕрентекенĕ - Демьянова Ирина Юрьевна;
- Александрова Виктория «Чăваш поэчĕн сăввине тăван чĕлхепе чи лайăх калакан» номинацире 2-мĕш вырăн (11-18çулхисем). Вĕрентекенĕ – Иванова Ирина Васильевна;
- Сергеева Дарья «Чăваш поэчĕн сăввине вырăс чĕлхипе чи лайах калакан» номинацире 1-мĕш вырăн (11-18 çулхисем). Вĕрентекенĕ – Афанасьева А.Ю.
Çĕнтерÿçĕсене тата вĕсен ертÿçисене саламлатпăр. Малалла та çитĕнÿсем туса пыма сунатпăр.