Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2023

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2023

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци иртрӗ.
Ӑна йĕркелесе пыракансем – Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ.
Тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси.
Пысӑк Енккасси шкулӗнчен  акцие пурӗ 32 ҫын хутшӑнчӗ. Вӗсем хушшинче виҫӗ вӗрентекен пулчӗ (Сергеева Алина Геннадьевна, Русакова Татьяна Валерьевна, Григорьева Аврора Петровна).  Диктанта «5» паллӑлӑх ҫыракансем - 13, «4» паллӑ илекенсем тӑххӑрӑн пулчӗҫ. 10 ача «3» паллӑ илчӗҫ. Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ: вӗрентекенсем чӑваш чӗлхине питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та «5» паллӑ илчӗҫ.
 «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2023» акцие хутшӑннӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсене тав тӑватпӑр.