Юлашки шăнкăрав янăрарӗ

Юлашки шăнкăрав янăрарӗ

Шкул пурнӑҫӗнчи  чи асамлӑ, савӑнӑҫлӑ, хумхануллӑ та асра юлакан самантсенчен пӗри  - шкултан вĕренсе тухнă ятпа янăракан юлашки шăнкăрав уявĕ. 2022-2023 вӗренӱ ҫулӗ сисӗнмесӗр вӗҫленчӗ. Çу уйăхĕн 23-мӗшӗнче Раççейри пӗтӗмӗшле вăтам  тата тӗп  пӗлӳ паракан шкулсенчен вӗренсе тухакансемшӗн юлашки шăнкăрав янăрарӗ. Пысӑк Енккасси шкулӗнчен вӗренсе тухакан вун пӗрмӗшсемпе тӑххӑрмӗшсемшӗн  те вӑл  пӗр вăхăтрах савăнăçлă та тунсăхлă уяв пулчӗ.
Шкула утакан ачасене шкул савăк юрӑ-кӗвӗпе кĕтсе илчĕ. Акӑ кӗтнӗ самант та ҫывхарчӗ: 11-мӗш класран вӗренсе тухакансем класс ертӳҫипе линейка умӗпе утса иртрӗҫ. Уява директор çумĕ Дзюба Л.Я. уçрĕ. Андреев Антонпа Андреева Юлия вĕренекенсем ăна ертсе пычӗҫ.
Тӑххӑрмӗшсемпе вун пӗрмӗшсене саламлама район представителӗ Борисова Н.А., Вӑрмарти пултарулӑх ҫурчӗн методисчӗ Саминова А.В.,  Пысăк Енккассин территори пайĕн пуҫлӑхӗ Смирнов А.Н., вӗрентекенсем тата ашшӗ-амӑшӗсем пухӑннӑ. Уява килнӗ хӑнасем шкул пӗтерекенсене юлашки шăнкăравпа саламларӗҫ, ҫитӗнӳсем сунчӗҫ. Умри тепӗр яваплă тапхăр – патшалăхăн тӗп аттестацийӗ, ун  пирки те палӑртса хӑварчӗҫ.  
Шкултан вӗренсе тухса каякансене пуҫламӑш класра вӗренекенсем сӑвӑпа саламларӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗсен ячӗпе Л.Афанасьева тата Л.Александрова  сӑмах каларӗҫ,  ачасене ӑнӑҫу сунчӗҫ. Класс ертӳҫисем Григорьева А.П. тата Иванова И.В.  вӗренекенсене малашлӑх ҫулӗпе ҫирӗппӗн утма тата мӗн ӗмӗтленнине пурнăçлама сĕнчӗҫ. Тӑххӑрмӗшсемпе вун пӗрмӗшсем пурне те тав сӑмахӗсем каларӗҫ, вальспа тата чӑваш ташшипе савӑнтарчӗҫ.
Уявра йӑлана кӗнӗ  «Юлашки шӑнкӑрав» янăрарӗ, ăна Григорьев Ромăпа (11 класс) Петрова Мария (1 класс) пама тивĕçлĕ пулчĕç.
 
 
 Фотоархив мероприятия

Видеоархив мероприятия