Паян шкулта Никифиров Никита Борисович
10-11-мӗш класра вĕренекенсемпе тӗл пулу ирттерчӗ. Вӑл Вӑрмарти пушар хуралӗнче
ӗҫлет, ҫавна май Никита Борисович пушар чаҫӗн кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗ çинче чарӑнса
тӑчӗ. Калаҫу ытларах пушар хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен пулчӗ: пушар килсе тухсан мӗнле
номерпе хӑвӑрт шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать, ялта пушар машинине мӗнле кӗтсе
илмелле тата ытти те. Аслӑ классенче вӗренекенсене пушарник профессине суйласа
илес пулсан сывлӑх тӗлӗшӗнчен ҫирӗп
пулмаллине те палӑртса хӑварчӗ вăл.
Ҫак тӗл пулу вӗренекенсемшӗн
усӑллӑ пулчӗ: паян илнĕ пĕлÿ ачасене кулленхи пурнӑҫра килсе тухакан инкек-синкекрен хӑтӑлса юлма
пулӑшатех