«Лайӑх кӑмӑл - сывлӑх никӗсӗ» ятлӑ класс сехечӗ

«Лайӑх  кӑмӑл - сывлӑх никӗсӗ» ятлӑ класс сехечӗ
 Шкулта "Сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн» уйӑхлӑх пырать.  Ҫавна май  вĕрентекенсем  ачасемпе класс сехечӗсем, информацилле калаҫусем ирттереҫҫӗ, тӗрлӗ буклетпа листовка хатӗрлеҫҫӗ.
10-мӗш класра Иванова И.В. класс ертӳҫи  «Лайӑх  кӑмӑл- сывлӑх никӗсӗ» ятлӑ класс сехечӗ ирттерчӗ. Вӗренекенсем «Кӑмӑл» сӑмахӑн пӗлтерӗшне уҫса пачӗҫ, 5 минут хушшинче кӑмӑла мӗнле майпа ҫӗклеме май пуррине ӳкерсе кӑтартрӗҫ, кӑмӑла ҫӗклеме пулӑшакан сӗнӳсемпе паллашрӗҫ.  Алӑри пӳрнесем туслӑхпа, пурнӑçпа, лайӑх кӑмӑлпа, илемпе тата сывлӑхпа  пӗр шай пулнине палӑртрӗҫ.
Юлашкинчен  ачасем лайӑх кӑмӑл вӑл - савӑнӑç, чун-чӗре лӑпкӑлӑхӗ,  хаваслӑ кулӑ, сывлӑх тесе пӗтӗмлетӳ турӗҫ..