Кӑҫал Раҁҁейре
Ленинград блокадине аркатнӑранпа
80 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ. 1944 ҫулхи январӗн 27-мӗшӗ осадӑна лекнĕ хулара
пурӑнакансемшӗн уяв пулса тǎнǎ. Ҁак паллӑ пулӑма аса илсе 10-мӗш класра
вӗренекенсем «Блокада Ленинграда. За 22
минуты» видеофильмпа паллашса блокадӑри хӑрушлӑхсем ҫинчен ытларах пӗлме пултарчӗҁ.
Ленинград
хулине хӯтӗленӗ ҁӗрте З.Колобанов роти нимӗҁсен 43 танкне пӗтернĕ. Хуларан миллион та виҁ ҁӗр ҁынна илсе тухма
пултарнǎ, промышленноҁ ӗслеме чарӑнман (Ижорск завочӗ) тата ытти те.
Тǎшманпа
хупӑрласа илнӗ Ленинград 872 кун хушши пурнӑҫшӑн кӗрешнӗ. Ленинград ҫыннисен
паттӑрлӑхӗ, вӗсен вӑйӗ, ҫирӗплӗхӗ, чӗрӗ
юлас ӗмӗчӗ пирӗншӗн тӗслӗх пулса тǎрать.
Видеофильма
курнӑ хыҁҁӑн вӗренекенсем ҁӗршыври паллӑ
пулӑмсемпе событисене яланах асра тытмалла тесе палӑртрӗҁ.