Тунти кун, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Пысӑк
Енккасси шкулӗнче Чăваш чěлхи эрни пуҫланчě. Вӗренекенсем чӑваш халӑх юмахӗсемпе, наци йӑли-йĕркине,
ҫитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет енчен аталанма пулӑшакан чӑваш халӑх
халапӗсемпе паллашрӗҫ. Шкулта тӑван чӗлхепе "Уйӑх ҫинчи хӗр", "Ҫил ачисем",
"Паттӑр Йӑван" мультфильмсем курчӗҫ.
Ҫакна палӑртас килет: юмахсем ачасене туслӑ
пурӑнма, чӑтӑмлӑ пулма, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене пӗччен мар, пӗрле ҫӗнтерме,
кӑткӑс лару-тӑрура тӗрӗс пурӑнма, Тӑван Ҫӗршыва юратма вӗрентеҫҫӗ.