Муниципальное автономное общеобразовательное учреждение "Большеяниковская средняя общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2024 иртрӗ
Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2024 иртрӗ
Ака
уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне тата Раççей Федерацийĕн Çемье
ҫулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес
çулталăкнехалалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци
иртрĕ.
Акцин
тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин сумĕпе
хисепне ÿстересси. чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне палӑртасси, чăвашла
çырма пĕлнине тĕрĕслесси. Пысӑк
Енккассинчи вăтам шкулта вĕренекенсемпе
вĕрентекенсем те çак акцие хутшăнчĕç. Кӑҫал
диктанта 19 ҫын ҫырчӗ. Вĕсен хушшинче 8-10-мĕш класра вĕренекенсем тата
шкулта вĕрентекенсем. Вĕсем, çак асăннă диктанта хутшăнса хăйсен пĕлÿ шайне
тĕрĕслерĕç.
«Пиллĕк» паллă илнисен шутĕнче 7 ача тата 2 вӗрентекен: Григорьева А.П.(математика
учителӗ), Иванова И.В. (чӑваш чӗлхипе литература учителӗ), Артемьева Карина (10кл.), Васильева Нелли (10
кл.), Королькова Милена (10 кл.), Антонова София (9 кл.), Александрова Виктория
(9кл.), Петрова Ксения (9кл.), Миронова Ульяна (8 кл). «Тăваттă» илекенсем вара çиччĕн пулчĕç.
Малашлăхра чӑваш чӗлхине юратса вӗренекенсен
йышӗ татах та ӱсессе шанатпӑр. Яланах пурин
те ӑнӑҫу пултӑр!
Для улучшения работы сайта и его взаимодействия с пользователями мы используем файлы cookie.
Продолжая работу с сайтом, вы разрешаете использование cookie-файлов.
Вы всегда можете отключить файлы cookie в настройках вашего браузера.